Чӑваш наци конгресӗ тепӗр конкурс пуҫарнӑ — хальхинче вӑл Сочире иртекен олимп вӑййипе ҫыхӑннӑ. XXII Хӗллехи Олимп вӑййинчи хӗрӳ кӗрешӗве телекуравпа сӑнанисӗр, пирӗн спортсменсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑннисӗр пуҫне пурне те Улӑпиадӑна хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Ҫитес шӑматкун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра «Улыпиада» (чӑв. Улӑпиада) спорт уявӗ иртмелле. Вӑл тӑрӑха ҫитме йывӑртарах пулӗ ӗнтӗ, ҫавна май ҫак конкурса пурте хутшӑнччӑр тесе ятарлӑ фото- тата видеосӑнсен пайне те йӗркеленӗ. Унта хутшӑнас тесен сирӗн ҫав кун хӑвӑра спортпа туслӑ пулнине сӑн ӳкерсе е видеора кӑтартмалла. Йӗлтӗрпе тухсан та, ҫунашкапа пулсан та аван пулнине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. «Чи кирли: ҫак самантра эпир пурте — Улӑп йӑхӗнчен тухнӑ пӗтӗм чӑваш! — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн кар тӑрӑпӑр, хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсемпе пӗрле пулнине уҫҫӑн палӑртӑпӑр!», — тесе палӑртнӑ.
Сӑнсемпе видеосене конгреса кӗртсе пама, е электронлӑ адреспа (congress21@mail.ru) ярса пама пулать. Вӗсене кайран Чӑваш наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ.
Чӑвашсен музыка сценин ӑсти Александр Васильев пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче 66 ҫул тултаратчӗ. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче учительсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Малтан вӑл Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Гнесинсен ячӗллӗ музыкӑпа педагогика институтӗнче (Мускав хули. Халӗ вӑл аслӑ шкул Раҫҫейӗн музыка академийӗ шутланать) ӑсталӑха туптанӑ.
Гнесинсен институтне Васильева чи малтанхи хайлавсене: фортепиано валли ҫырнӑ виҫӗ сехетлӗ сонатӑна тата хӗлӗхлӗ инструментсен оркестрӗ валли ҫырнӑ тӑватӑ сехетлӗ симфониеттӑна — кӑтартнӑ хыҫҫӑн илеҫҫӗ.
Мускавра вӗреннӗ вӑхӑтра вӑл самай хайлав калӑплать. Ҫав шутра — фортепиано валли пьесӑсен ярӑмне, виҫҫӗмӗш квартета, гобойпа фортепиано валли сонатина, «Тилли юррисем» ярӑмри романссене кӗвӗлет, оркестр валли поэмӑпа увертюра, оркестрпа фортепиано валли концерт-расподи, фортепиано валли квинтет-поэма тата виҫӗ пайран тӑракан «Чакка» поэмӑна (Ҫемен Элкерӗн поэми тӑрӑх) хайланӑ. Юлашкинчен асӑннине вӑл диплом ӗҫӗ евӗр хатӗрлет.
Эпир пӗчӗк чухне пире мӑкӑнь шывӗ ӗҫтерсе ҫывӑратса янине анне халь те калать-ха. Кайран, ӳсерехпе, ун вӑррине епле юратса ҫиеттӗмӗр. Халӗ ӳсмест вӑл пахчара. Те вӑрӑ сапиччен тӑпӑлтарнипе пӗтрӗ вӑл — пӗлместӗп. Тепӗр тесен, паян ӑна пахчара ӳстерме юрамасть. Ӑна пухакансене вара йӗрке хуралҫисем ярса илеҫҫӗ. Ара, унтан наркотик хатӗрлеме пулать иккен те…
Тӑвай районӗнче пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Канашран килнӗ 25 ҫулти ача йӗрке хуралҫисене ҫакланнӑ. Ҫынсен пахчине кӗре-кӗре тухакан ҫамрӑка ялти пӗр ҫын асӑрханӑ. Ку вӑл ыр шутпах ҫӳремест тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем часах вырӑна килсе ҫитеҫҫӗ. Хутаҫпа ҫырма тӑрӑх пыраканскер полицейскисене курсан тарма пикенет. Анчах пӗрех ҫакланать. Наркотикпа айкашма каччӑ уйӑх каялла тытӑннине пӗлтернӗ. Астармӑшӗ ӑша кӗрет те ӗнтӗ, пахча тӑрӑх мӑкӑнь шыраса ҫӳренӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть каччӑ тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна саккунлӑ мар майпа наркотиклӑ япалана илнӗ тата упранӑ тесе айӑпланӑ. Каччӑ ӳкӗннине, ӗҫленине, ун пирки аван характеристика пулнине кура, Турра шӗкӗр, ытлашши кӑрах явап тыттарман — 15 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ.
Тӑвай районӗнче самбо енӗпе ӑсталӑха тин ҫеҫ туптама тытӑннисен «Пӗрремӗш чӗкеҫ» ятпа ӑмӑрту иртнӗ. Унта вырӑнти кӗрешӳҫӗсемсӗр пуҫне Канаш хулинчи тата Вӑрмар районӗнчи ачасем пырса ҫитнӗ.
27 килограма ҫитичченхисем хушшинче Вӑрмарти Даниил Петров пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Григорьев, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӑвайӗнчи Виталий Иванов. 34 килограма ҫитейменнисенчен Вӑрмарти Радий Туймуков, 38 килограмчченхисенчен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Крылов, 50 килограмчченхисенчен Тӑвайӗнчи Игорь Табаков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хӗрачасенчен Вӑрмарти Наталья Кириллова ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑна Тӑвайӗнчи Яна Кузьмина ҫӗнсе илнӗ.
Сӑнсем (15)
Раштавӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр пикесем, юмахсенчи ытти сӑнар чупма тухӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен акци йӑлана кӗрекенскер теме те юрать. Чӑваш Енрен унта «Ман хыҫҫӑн чуп» ҫамрӑксен юхӑмӗн членӗсем тата ытти ҫамрӑк тухмалла. Тӗп критери — спорта юратни тата 18-тан пуҫласа 35 ҫула ҫитиччен пулни.
Асӑннӑ юхӑм пирки каласан, ӑна Екатерина Устинова ятлӑ хастар ертсе пырать. Юхӑм штабӗсем Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче тата Тӑвай районӗнче пур. Массӑлла чупусене шӑпах вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ те иккен.
Чупӑва хутшӑнакансен Хӗл Мучи е Юр пике тумне, юмахри пӗр-пӗр сӑнар ҫи-пуҫӗ те юрать, тӑхӑнса пымалла. Старта тӑракансене 11 сехет те 30 минутра Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кӗтеҫҫӗ. Чупу 12 сехетре пуҫӑнмалла.
Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗ пӗр ҫемьене ҫурт-йӗр тума субсиди илме черете тӑратмасӑр халтан янӑ иккен. Виҫӗ ҫул хушшинче — 2007 ҫултан пуҫласа 2010-мӗшчен хайхин черечӗ вырӑнтан та хускалман. Аптӑранипе ҫемье район прокуратурине ҫитнӗ, унта лару-тӑрӑва тӗпченӗ те тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗ вара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗ салтак арӑмне ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатмалли черете тӑратас марришӗн хутсене йышӑнман. Прокуратура ку кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ апйра ӗҫлекен специалиста дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттармалла тунӑ.
Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗ те саккуна пӑснӑ. Унта 2010 ҫул вӗҫӗнче пӗр хӗрарӑм ялта ӗҫлекен ҫамрӑк специалиста евӗр ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑлатмаллисен черетне тӑраnма ыйтнӑ. Заявленине пӑхса тухасса тухнӑ-ха, анчах хӗрарӑма ҫырса хуравлама те вӑхӑт пулман, те ӳркеннӗ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн яваплӑ специалиста дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Шӑматкун Шупашкарти музыка училищинче «Ай, юрлар-и!» ятпа халӑх юррисене шӑрантаракансен регионсем хушшинчи V конкурсӗ иртмелле. Ӑна чӑваш халӑх юррисене пухнӑ Ираида Вдовина юрӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Конкурса «Музыка вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем» тата «Халӑх юррине юратакансем» номинацисемпе хаклӗҫ. Хутшӑнас шухӑша республикӑри 14 районпа 2 хуларан пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем кӑмӑл тунӑ. Конкурс комиссине тӑратнӑ дисксем тӑрӑх 40 солиста хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», Элӗк районӗнчи «Валинке», Тӑвай районӗнчи «Сурпан», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Шувар», «Ямаш» тата «Ҫавал» фольклор ансамблӗсем хӑна евӗр хутшӑнмалла.
Степан Максимов ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче асӑннӑ композитор, фольклорист тата педагог ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитнине асӑнса хор музыкин концерчӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1892-мӗш ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1925 ҫулта Чӑваш Наркомпросӑн професси пайне ертсе пыма тытӑннӑ, тепӗр ҫулхине — музыка шкулне, 1929 ҫулта вара — Чӑваш патшалӑх музыка техникумне (халӗ вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи шутланать). Ертӳҫӗре ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл музыка теорийӗпе историне, чӑваш музыкине вӗрентнӗ.
Шкул ачисемпе унта ӗҫлекенсем валли Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисемпе: «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Уй варринче» — пырса ҫитнӗ. Концертра Федор Павлов илемлетнӗ юрӑсем те янӑранӑ.
Ҫак шӑматкун СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртет. Ятне каланипех ҫителӗклӗ ҫынсем пирӗн хушӑра йышлах мар. Вера Кузьмина вара шӑпах ҫавсен шутӗнчен. Унӑн хисеплӗ ячӗсем пирки каласа кайма кирлех те мар.
Вӑл чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне вӑл тӑван ялӗнче те Тӑвайра та уявланӑ. Паллӑ кунпа саламлама унӑн пӗлӗшӗсемпе ачалӑхри тусӗсем пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗр спектакль пуҫӑнсанах ял артисткин сассине илтессишӗн радиоприемник ҫывӑхне вырнаҫнине аса илнӗ. Сцена ҫинче 60 ҫул вылянӑ хушӑра Вера Кузьмина епле кӑна роле калӑпламан-ши! Театра юратакансемшӗн вара вӑл паян кун та сцена ҫинче пулни чӑн-чӑн парне! Сӑмахран, «Укҫа чул кастарать» спектакле илер-и е тата тинтерех лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑна-и.
Ҫак шӑматкун вара Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унта вӑл халӗ вылякан спектакльсенчи сыпӑксемпе пӗрлех театр ӳнерне кӑмӑллакансем пысӑка хурса хаклакан «Хура чӗкеҫ» моноспектакль пайӗ те пулӗ.
Сӑнсем (39)
Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.
Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |